
Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче шкул ачисем чӑваш дневникӗпе усӑ курма пултарӗҫ. Ӑна «Чӑваш Ен» издательствӑпа полиграфи комплексӗнче пичетлесе кӑларнӑ.
Чӑваш дневникне Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗн министерстви тата Президент гранчӗсен фончӗ ырланипе, «Воскресение» ыркӑмӑллӑх фончӗ пулӑшнипе кун ҫути кӑтартнӑ. Ку вӑл ҫутӗҫ проекчӗ шутланать.
Дневника икӗ чӗлхепе: чӑвашла тата вырӑсла — пичетленӗ. Дневник страницисенче чӑваш чӗлхипе, паллӑ ентешӗмӗрсемпе, паллӑ вырӑнсемпе, йӑла-йӗркепе, культура эткерлӗхӗпе кӗскен паллаштарнӑ.
Проект авторӗ — Анастасия Анохина.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев калашле, тӑван ҫӗре юратасси хамӑр тымара, тӑван чӗлхене, историпе культурӑна хисепленинчен пуҫланать. Апла пулсан, чӑваш дневникӗ ку енӗпе пӗлтерӗшлӗ кӑларӑм тесе калама пулать. Ара, чӑх пӗчӗккӗн сӑхсах тӑранать теҫҫӗ мар-и?

Иртнӗ шӑматкун Красноармейски районӗнчи Ҫырмапуҫӗнче ял кунне ирттернӗ. Вырӑнти хастар Зинаида Михайлова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫырмапуҫсем хӑнасене ҫавра ҫӑкӑрпа та чӑваш сӑрипе кӗтсе илнӗ.
Ял уявне Карай территори пайӗн ертӳҫи Геннадий Сверчков уҫнӑ. Вӑл хӑнасене, ял-йыша паллӑ кунпа саламланӑ, пурне те ӑнӑҫуллӑ ӗҫлесе пыма, ытлӑ-ҫитлӗ те ӑраскалпа пурӑнма ҫирӗп сывлӑхпа ҫитӗнӳ суннӑ.
Ҫырмапуҫ ялӗн историйӗпе ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ Виталий Михайлов, Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх ертӳҫин ҫумӗ, Красноармейски округӗн энциклопедийӗн тӗп редакторӗ, хисеплӗ тавра пӗлӳҫӗ, Чӑваш наци академикӗ каласа кӑтартнӑ. Сӑмах май каласан, педагогика ветеранӗ эпир маларах асӑнса хӑварнӑ Зинаида Михайлован мӑшӑрӗ пулать.
Ял уявне Красноармейски тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Олег Николаев та ҫитнӗ, вӑл вырӑнти хастарсене, ятлӑ-сумлӑ ҫынсене Тав хучӗпе чысланӑ.
Сӑмах май каласан, вырӑс чӗлхи ялсенче те чӑваш чӗлхипе тупӑшсах янӑрать те, ҫырмапуҫсем те ял кунӗ валли хатӗрленӗ баннера «С праздником» тесе вырӑсла ҫырса хунӑ.

Паян пӗр хайлав вуланӑ май кӑсӑклӑ саспалли куҫа тӑрӑнчӗ. Вӑл ҫакнашкалтарах: «ꈊ». Унпа усӑ курса каомодзи (яппунла 顔文字 — «пит-сӑнар») йӗркеленӗччӗ. Ку мана самай кӑсӑклантарса ячӗ те Дипсикран (вӑл ялан уҫӑ тӑрать, чылай чухне хӑвӑрт хуравлать) мӗнле чӗлхери саспалли пулнине ыйтса пӗлес терӗм. Ҫапла май вара Йи (Yi) текен чӗлхе пирки пӗлтӗм.
Ку чӗлхе тибет-бирман чӗлхисен йышне кӗрет-мӗн, унӑн алфавичӗ ҫавнашкал пиктограммӑсенчен тӑрать. Вӗсен йышӗ питӗ пысӑк, пӗр пин ытла (1164 теҫҫӗ). Халӑхӗ Китайра Сычуань провинцире пурӑнать. Чӑвашсемпе танлаштарсан йышӗ пысӑкрах — йи (yi) ятлӑ халӑхӑн (китайла: 彝族 — Yizú) пӗтӗмӗшле йышӗ 2–3 миллион.
Дипсика, паллах, алфавитне туллирех кӑтартма сӗнтӗм те мӗнле кӑна саспалли ҫук пуль вӗсен. Акӑ хӑш-пӗрисем: ꈍ, ꈎ , ꀨ , ꀕ, ꊛ . Чӑваш карт ҫырӑвӗнчи йышшисем те пур: ꋍ. Питӗ кӑсӑклӑ ҫыруллӑх пек туйӑнчӗ те Дипсика ҫак чӗлхепе текст ҫырса пама ыйтрӑм. ИИ мана мӗн хуравларӗ? Ҫыраймастӑп тет. Саспаллисене пӗлетӗп тет, анчах текст хатӗрлейместӗп тет.
Халӑххи 2-3 миллион йышлӑ, анчах Дипсик унӑн чӗлхине пӗлмест иккен.

Дагестанра чӑвашла юрланӑ. Асӑннӑ республикӑра «Горцы» ятпа фольклорпа йӑлана кӗнӗ культурӑн пӗтӗм тӗнчери фестивалӗ иртнӗ. Унта ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи тата чикӗ леш енчи 1000 ытла ҫын хутшӑннӑ.
Фестиваль вӑхӑтӗнче концерт кӑтартнӑ, ярмӑрккӑсем, ӑсталӑх лаҫҫисем ӗҫленӗ, куравсем уҫӑлнӑ, цирк ӳнерӗн уявӗ, пултарулӑх акцийӗсем иртнӗ. Мероприятисем Махачкала, Дербент, Каспийск, Кизилюрт, Кизляр, Хасавюрт хулисенче тата регионӑн тӗрлӗ районӗнче иртнӗ.
Дагестан Республикин Культура министерстви йыхравланипе фестивале Чӑваш Енри Валентина Семенова юрӑҫ хутшӑннӑ. Вӑл фестивалӗн темиҫе лапамӗнче илемлӗ чӑвашла юрӑсем шӑрантарнӑ. Унӑн репертуарӗнче — автор юррисем.

Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнче «Чувашский литературный язык в судьбе народа» (чӑв. Чӑваш литература чӗлхи халӑх шӑпинче) Пӗтӗм Раҫҫейри ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртӗ. Мероприятие ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне йӗркеленӗренпе 155 ҫул ҫитнине тата Тымар халӑхсен Пӗтӗм тӗнчери вунӑҫуллӑхне халаллӗҫ.
«Чӑваш литература чӗлхи халӑх шӑпинче» конференцие патшалӑх влаҫӗнче ӗҫлекенсемпе общество хастарӗсем, ученӑйсем, педагогсем, культура учрежденийӗсенче, МИХсенче тӑрӑшакансемпе интернет-блогерсем пуҫтарӑнӗҫ. Унта вӗсем чӑваш чӗлхине упраса хӑварасси тата ӑна аталантарасси пирки калаҫӗҫ.
Конференцие хутшӑнас тесен заявкӑсене nauch.konferencia@gmail.com электрон адреспа мероприяти ятне кӑтартса юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗччен ярса памалла Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ 8(8352) 230-217 (хушма номер 144) – Галина Павловна Соловьева, вулавӑшӑн наци литературипе библиографи пайӗн заведующийӗ.

Красноармейскинчи тӗп вулавӑшра Нестер Янкас ячӗллӗ литературӑпа искусство тата культура пӗрлӗхӗн «Чӑвашлӑха аталантарнӑшӑн» медалӗпе вырӑнти хастарсене чысланӑ.
Сумлӑ йыша ҫак ҫынсем лекнӗ: Красноармейскинчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен тата шкул вулавӑшӗнче ӗҫлекен Эльвира Чаховская, Пикшикри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенне тата директор канашҫине Людмила Тихонова, Карайри кану ҫурчӗ ҫумӗнчи пултаруллӑ юрӑҫа тата Хӗрарӑмсен канашӗн вырӑнти ертӳҫи Ираида Степанова.

ON Лейбл (вӑл МТС компанисен йышне кӗрет) музыка лейблӗ пуҫарса янӑ. Вӑл ҫӗнӗлле ӗҫлекен ҫамрӑк музыкантсене пулӑшас тӗллевӗллӗскер.
Ҫав проекта хутшӑнакан «Ишет кӑна пӑлан» чӑвашла юрӑ ӗнер кун ҫути курнӑ. Темиҫе инструментпа калакан Артем Егоров наци этникине психологилле фольклорпа тата гараж рокӗпе ҫыхӑнтарать. Проектра Артем чӑваш кӗвви-ҫеммине тӗпе хурать.
Проекта чӑвашла юрӑсӑр пуҫне тата тепӗр сакӑр юрӑпа клип кӗрӗ. Кашни эрнере, ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен пуҫласа утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗччен пӗрер сингл кун ҫути курӗ.
Раҫҫей ялавӗн кунӗнче, ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, вӗсене пӗр плейлиста пухса мӗнпур музыка стримингӗсенче кун ҫути кӑтартӗҫ.
Унта «КИОН Строки» сервисра «Песни земли» юрӑ пуххи кун ҫути курӗ. Унта Раҫҫейри авторсен ҫичӗ новелли кӗрӗ. Новеллӑсен аудио тата электрон версийӗсем эрнере пӗрре кун ҫути курӗҫ, юпа уйӑхӗнче вара «Полынь» издательствӑра юрӑсен пуххи кӗнекен пичетленсе тухӗ.

ЧР Наци вулавӑшӗнче Чӑваш кӗнекин кунне халалланӑ мероприти иртнӗ. Ӑна ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхӗ йӗркеленнӗренпе 155 ҫул ҫитнипе ҫыхӑнтарнӑ. Ҫак пулӑм ӑслӑлӑх пӗрлӗхӗсен ҫыннисене, издательсене, ҫыравҫӑсене, библиотекарьсене тата вулакансене ҫавра сӗтел хушшине пухнӑ.
Чӑваш кӗнекин кунне ҫӗртме уйӑхӗнче уявлани Ермей Рожанский куҫаруҫӑ ячӗпе ҫыхӑннӑ: вӑл тӑрӑшнипе 1769 ҫулта Санкт-Петербургра пӗрремӗш чӑваш грамматики — «Чӑваш чӗлхин грамматикине пӑхӑннӑ сочиненисем» кӗнеки тухнӑ. Кӗнеке ҫӗртме уйӑхӗнче ҫутӑ курнӑ тесе шутлаҫҫӗ, автор хӑй те ҫак уйӑхра ҫуралнӑ текен шухӑш пур. Ҫавӑнпа уяв кунне шӑпах ҫӗртме уйӑхӗнче суйласа илнӗ.
Малтанах истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Виталий Родионов чӑваш кӗнекин историйӗпе паллаштарнӑ. Филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Ирина Лукина Ермей Рожанскин пӗрремӗш чӑваш грамматикин структури, содержанийӗ, уйрӑмлӑхӗсем ҫинчен каласа панӑ, ӗҫӗн пӗлтерӗшне вара Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ Геронтий Никифоров ҫутатса панӑ.
Республикӑри библиотекӑсем ҫынсем кӗнеке вулаччӑр, чӑваш литератури халӑх хушшинче сарӑлтӑр тесе пысӑк ӗҫ тӑваҫҫӗ.

Ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче Чӑваш кӗнекин кунӗ иртӗ. Ӑна Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗпе, «Чӑваш Ен» издательствӑпа полиграфи комплексӗпе тата Раҫҫейри писательсен союзӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗпе пӗрле пулса ирттерӗҫ. Мероприятие ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне йӗркеленӗренпе 155 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.
Чӑваш кӗнекин кунне пирӗн республикӑра пуҫласа пилӗк ҫул каялла, 2021 ҫулта, ирттернӗ. Ӑна Питӗр хулинче 1769 ҫулта пичетлесе кӑларнӑ «Сочинения, принадлежащие к грамматике чувашского языка» чӑваш чӗлхин пӗрремӗш грамматикине халалланӑ. Ун пек кӗнеке кун ҫути курни чӑваш халӑхне хут вӗрентес ӗҫре пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать. Кӗнекене Ермей Рожанский хатӗрленӗ. Унпа каярах чылай вӑхӑт тӗп вӗренӳ пособийӗ евӗр Чулхула, Хусан тата Оренбург епархийӗсенчи тӗн училищисемпе семинарийӗсенче чӑвашсемпе вырӑссене вӗрентме усӑ курнӑ.

Чӑваш Республикинчи ҫичӗ шкулпа виҫӗ ача пахчи ачасене вырӑсла тата чӑвашла вӗрентме тытӑнӗ. Ҫапла пӗлтерет ЧР вӗрентӳ министрӗ Дмитрий Захаров.
Министерство хыпарланӑ тӑрӑх, ҫак сӑнав лапамӗсем полилингваллӑ хутлӑха йӗркелемелли проектӗн пӗр пайӗ пулӗҫ. Ҫакна чӑваш чӗлхипе кулленхи пурнӑҫра кӑна мар, вӗренӳре те усӑ курччӑр тесе тӑваҫҫӗ.
Сӑмах май, ҫу уйӑхӗнче Чӑваш Енри делегаци Хусанти «Адымнар» вӗрентӳ комплексӗпе паллашнӑ: унти вӗрентӳ ӗҫне, вӗренӳ материалӗсене, уроксен структурине, ачасемпе ашшӗ-амӑшӗн хутшӑнӑвне тишкернӗ. Ҫавӑн пекех Пушкӑрт Республикин тата Ҫурҫӗр Осетин вӗрентӳ системисемпе паллашнӑ.
Ҫапла майпа ЧР Вӗрентӳ институчӗ педагогсене курссем хатӗрлеме, чӑвашла математика терминӗсен словарьне тата шкулсем валли методика материалӗсем тума хушнӑ.
Ҫакна та палӑртса хӑвармалла: ача пахчисенче «Тӑван чӗлхе – анне чӗлхи» проекта пурнӑҫлама палӑртнӑ.
